14:34 07 августа 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан чукун çул магистралĕн строительствин проектне пурнăçлас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.
ВСМ2 «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистралĕн Чăваш Ен территорийĕпе иртекен сыпăкĕн тăршшĕ 130 километр патнелле пулмалла. Строительство хакĕ 150 млрд тенкĕпе танлашĕ.
М.Игнатьев Транспорт тата Пурлăх министерствисене пысăк хăвăртлăхлă чукун çул иртекен «коридора» лекекен çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă операцисене йĕркелекен норма докуменчĕсен проектне кĕске вăхăтра хатĕрлеме хушнă.
Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев «ВТБ банк» АУО президенчĕн çумĕпе - правлени председателĕпе М.Осеевскипе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва ЧР вице-премьерĕ - финанс министрĕ М.Ноздряков, ВТБ банкăн Чул хулари филиалĕн Шупашкарти операци офисĕн директорĕ Д.Фомин хутшăннă. Çак тĕл пулура пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан -Екатеринбург» чукун çул магистралĕн строительствин, республикăн 2012, 2013 çулсенче кăларнă патшалăх облигацийĕсене вырнаçтарассин ыйтăвĕсене хускатнă. Кăçал «ВТБ Капитал» АХО Чăваш Енĕн патшалăх облигацийĕсене вырнаçтаракан генеральнăй агент пулнă, вĕсене 1,5 млрд тенкĕлĕх вырнаçтарнă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики