АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çичĕ уйăхри цифрăсем

10:06 03 августа 2013 г.

Юлашки çулсенче Раççейре, çавăн пекех пирĕн республикăра та ача çураласси ÿсни куç кĕрет. Кунта чи малтанах çамрăк çемьесене патшалăх енчен социаллă пулăшу пани те витĕм кÿрет. Районти ЗАГС пайĕ кăçалхи январь-июль уйăхĕсенчи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Çак вăхăт хушшинче районта 162 ача çут тĕнчене килнĕ (93 арçын ача, 68 хĕр ача). Сăмах май, 2012 çулхи çак тапхăрта 128 ача çуралнă. Апла пулсан çуралакансен йышĕ кăçал ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене ытларах чухне Артемий, Даниил, Иван, Анастасия, Ксения, Дарья ятсем параççĕ. 49 çемьере пĕрремĕш ачасем, 52 çемьере иккĕмĕш, 51 çемьере виççĕмĕш, 7 çемьере тăваттăмĕш, 2 çемьере пиллĕкмĕш, 1 çемьере улттăмĕш ачасем çуралнă. 2013 çулхи 7 уйăхра 67 çĕнĕ çемье чăмăртаннă (2012 çулхи çак тапхăрта - 30), 37 çемье арканнă. Çынсем вилни çинчен районти ЗАГС пайĕнче 242 акт регистрациленĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика