09:41 03 августа 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынипе РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн «Федерацин Атăлçи округĕнчи патшалăх влаçĕн органĕсен çынсене кивĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăсене пурнăçлас тĕллевлĕ ĕç-хĕлĕ çинчен» ыйтăва хатĕрлекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ.
Ĕç ушкăнĕн членĕсем ĕç ушкăнĕн ĕç-хĕл планне, доклад тытăмĕн проектне, çавăн пекех Раççей Президенчĕн округри полпречĕ çумĕнчи канаш ларăвĕ валли кирлĕ информаципе тишкерÿ материалĕсене хатĕрлемелли ыйтусене сÿтсе явса ырланă.
М.Игнатьев РФ Президенчĕ В.Путин авари пулма пултаракан çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтăва ЖКХ сферинче чи çивĕччи тесе хакланине аса илтернĕ. Вăл çавăн пекех кăçалхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд çинчен» саккунне кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕрессине палăртнă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики