08:13 31 июля 2013 г.
Раççей ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2013-2014 çулсенче патшалăх валли продукци туянмалли хаксене палăртнă. ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви, Чăваш Енри конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх служби те 2013 çулхи тухăçăн чи пĕчĕк хакĕсене палăртнă.
Федерацин Атăлçи округĕнче тата республикăра вĕсем пĕрешкелех: 3 класлă шур пĕрчĕллĕ тулă тонни - 6550, 4-мĕш класли - 6300, А ушкăнри ыраш - 4950 тенкĕ. Çавах та тырă хакне пасар çирĕплетет, йăлтах унти хакран килет.
Республикăра тырă рынокне йĕркелесе тăма «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» çулсерен тырă туянать. Кăçал та 17 пин тонна илме палăртнă. Фонд тата «Чăвашçăкăрпродукчĕ» пĕрлешÿ хуçалăхсене пулас тырă шучĕпе укçа та парса пулăшаççĕ. Çак ĕç малаллах пырать, çавăнпа та пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлемеллех.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики