08:10 31 июля 2013 г.
Июлĕн 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей вице-премьерĕ Д.Козак ертсе пынипе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Кун йĕркине 2 ыйту кĕртнĕ: хваттер тÿлевĕн июль уйăхĕнче вăя кĕнĕ çĕнĕ тарифĕсен сăлтавĕсене халăха тĕплĕн ăнлантарса парасси тата ЖКХ тытăмĕсем хĕле епле хатĕрленни.
Тÿлев укçине çак уйăхра самаях ÿстерни хваттерсенче пурăнакансене тарăн шухăша янă.Çынсем çывăх вăхăтрах хваттершĕн ку уйăхшăн тÿлемелли квитанцие алла илĕç. Вĕсене çĕнĕ хаксем хăратса пăрахмĕç-ши? Д.Козак МИХ ĕçченĕсене ăнлантару ĕçне кÿлĕнме чĕнсе каланă. «Çăхавсем килнин сăлтавĕ иккĕ, - палăртнă Дмитрий Николаевич. - Пĕри - хаксене пысăклатнин сăлтавĕсене тĕрĕс те уçăмлă ăнлантарса парайманни, тепри - тарифсене виçерен ирттерсе пысăклатни».
Вырăнти влаç органĕсен управляющи компанисен лару-тăрăвне пĕлмеллех, тÿлев хакĕсене регионти вăтам кăтартуран ирттермелле мар.
Чăваш Ен ырă сăмаха тивĕçнĕ. Кунта хатĕрленÿ тапхăрĕ лайăхрах иртет.
- Республика хутса ăшăтмалли сезона 60 процента яхăн хатĕр, - тенĕ М.Игнатьев. Ку енĕпе вăл яланах чи лайăх регионсен йышĕнче пулнă.
Кашни муниципалитетăн хĕле тĕплĕн хатĕрленмешкĕн хăйĕн йышăнăвĕ пур. Ăна вара пурнăçламаллах.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики