13:29 27 июля 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Республикăри пур район территорийĕнче те июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртесси пирки Хушу кăларнă.
Ăна çĕр çинчи нÿр шайĕ пĕчĕк пулнăран тата шăрăх çанталăк тăнăран ял хуçалăх культурисем йышăнакан лаптăксем тухăç парайманнипе йышăннă.
Ял хуçалăх, финанс, экономика аталанăвĕн Министерствисем, Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ ял хуçалăх продукцине туса кăларакан тĕрлĕ шайри хуçалăхсене, пулăшу пама мероприятисен планне, çав шутра республика бюджетĕнчен те хатĕрлеме хушнă. Муниципаллă районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те мероприятисен планне çирĕплетме, оперативлă штабсем йĕркелесе çут çанталăк сăлтавĕсене пула тĕш тырă культурисем инкек тÿснĕ калăпăшне, укçа-тенкĕ тăкакĕсен хакне палăртмаллине каланă.
ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçал хуçалăхсем малтан шутланă тăрăх, тÿрремĕн 250 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ, пĕтĕмĕшле тăкак 700 миллион тенкĕпе танлашма пултарать.
ЧР ПА пресс-служби.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики