11:01 24 июля 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ А.Табаков республикăн патшалăх программисене федерацин Бюджет кодексне, саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕ тăвасси çинчен каласа панă. Картишсен территорийĕсенчи юсав ĕçĕсемпе транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Степанов паллаштарнă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, унта пымалли çулсене юсама кăçал 142 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Республикăра ку енĕпе пысăк ĕç тунă - çулталăк планĕн 46 процентне пурнăçланă. Куславкка, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ĕçсене вĕçленĕ.
Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ĕççи çинчен каласа панă. Хальлĕхе республикăра 85 пин тонна утă, 163 пин тонна сенаж, 24 пин тонна силос хатĕрленĕ. Выльăхăн условнăй 1 пуçĕ валли - 17,4 центнера яхăн.
«Республикăн тĕш тырăн резерв фондне хатĕрлеме пуçламалла. Мĕн пур ресурспа усă курмалла, техника субьективлă сăлтавсене кура ĕçлеменни ан пултăр», - тенĕ М.Игнатьев. Вăл çавăн пекех фуражлăх тырăпа пысăк хуçалăхсене кăна мар, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене те, ялсенче пурăннă май выльăх тытакан ветерансене те тивĕçтермелли пирки аса илтернĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики