11:00 24 июля 2013 г.
Паянхи кун тĕлне республикăра çулталăк çурăран иртнĕ 12,4 пин ача черетре тăрать. 3-7 çулсенчисем - 1026.
Садик черетне пĕтерес тĕллевпе кашни район «çул-йĕр карттипе» килĕшÿллĕн ĕçлет. Çĕнĕ çуртсем çĕклессине, ача сачĕсенчи тĕллевлĕ усă курман пÿлĕмсене çĕнĕрен хута ярассине, шкулсем çумĕнче хушма ушкăнсем йĕркелессине, уйрăм çынсем хăйсен шучĕпе садик уçассине те плана кĕртнĕ. Çавна май 2015 çул тĕлне 9,5 пине яхăн ачана шкул çулне çитменнисен учрежденине вырнаçтарма май килĕ. Пĕлтĕр çĕнĕ йышши 8 ача сачĕ (1,5 пин вырăнлăх) хута кайнă. Строительствăпа реконструкци, çĕнĕ учрежденисене вăйă, спорт хатĕрĕсемпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтерме тĕрлĕ çăл куçран 720,1 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал 11 çĕнĕ садик (1795 вырăнлăх) уçăлмалла. Çавăн пекех 3 учрежденире çĕнĕ ушкăнсем уçассипе çыхăннă юсав ĕçĕсем пыраççĕ халĕ. Çывăх вăхăтрах 9 садик (пурĕ 1478 вырăнлăх) строительстви пуçланмалла.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики