10:59 24 июля 2013 г.
Кăçал республикăра çул çитмен 16,1 пин çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме палăртнă. Çак тĕллевпе регион бюджетĕнче 13 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енри Патшалăх службин халăха ĕçпе тивĕçтерес уйрăм ертÿçин çумĕ Т.Аскарева пĕлтернĕ тăрăх, чи малтанах тăлăх, çул çитмен ачасен комиссийĕнче шутра тăракан, ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемен, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакан çамрăксене пулăшма палăртнă.
2013 çулта вăхăтлăх ĕçе çул çитмен 9121 çамрăка вырнаçтарнă. Вĕсенчен 5058-шĕ - шăпах йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем. Статистика кăтартăвĕсене пăхсан çакна калама пулать. 2007 çулта республикăра кашни пиллĕкмĕш çамрăк ĕçленĕ пулсан, пĕлтĕр кашни виççĕмĕшĕ каникула хăйсемшĕн «тупăшлă» ирттернĕ.
Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи ултă уйăхра вĕренÿ заведенийĕсемпе тата предприятисемпе 688 килĕшÿ тунă.
Ĕçе вырнаçас кăмăллă çамрăксем хăйсене кăсăклантаракан хыпара Интернетра, Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕ паракан пĕрлехи порталра тупма пултараççĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики