10:53 20 июля 2013 г.
РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн, Лондонри Олимп вăййисенче марафонра бронза медаль çĕнсе илнĕ пирĕн ентешĕн Т.Архипова-Петровăн çемйинче йыш хушăннă. Июлĕн 13-мĕшĕнче паллă спортсменка ывăл çуратнă.
Савăнăçлă пулăмпа ăна ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников, ведомство ĕçченĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем саламланă, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, спорта хăвăртрах таврăнса çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă. Тепĕр ыр хыпар та пур. Сочире 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййисен факелне Грецирен Раççее илсе киличчен виçĕ уйăх кăна юлчĕ. Çавăнпа та Олимп факелне йăтса чупакансен пĕрремĕш кандидачĕсене палăртнă. 14 пин çынран тăракан факел йăтакансен списокне сентябрь уйăхĕн вĕçĕччен çирĕплетĕç. Чăваш Енрен 78 кандидатура тăратнă, çав шутра пирĕн Татьяна Архипова та пур.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики