10:41 13 июля 2013 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев июлĕн 10-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасене хÿтĕлес сферăра патшалăх политикине пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 68 номерлĕ Указа алă пуснă.
Документра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасене вырнаçтармалли института, вĕсене çемьесене воспитани илме парассине общество ырласа йышăнассине йĕркелес тĕллевлĕ мерăсене тĕпе хунă. Çавăнпа пĕрлех граждансем ачасен çак категорийĕ çинчен калакан информаципе усă курмалли майсене анлăлатмалла, опекăпа попечительлĕх ĕç-хĕлĕн пахалăхне, ачасене социаллă пулăшу, медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалла.
ЧР Правительствин вице-премьерĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова указа ăнлантарнă май республикăра ача усрава илнĕ граждансене пĕр хут укçан паракан пособи çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме сĕннин пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен каланă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн халĕчченхи 300 пин тенкĕпе танлашакан тÿлеве 375 пин тенкĕ таран пысăклатаççĕ. Çавăн пекех усрава илнĕ ачашăн тÿлекен пособи те пысăкланать.
«Çак указ граждансем тăлăх тата ашшĕ-амăшĕ пăхман инвалид ачасене усрава илес тĕлĕшпе хушма условисем йĕркелеме пулăшĕ», - пĕтĕмлетнĕ вице-премьер.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики