АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăнăçсăр çемьесене тĕрĕсленĕ

14:56 10 июля 2013 г.

1999 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи 120 номерлĕ «Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси» тата 2008 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнчи 48 номерлĕ «Опекăпа попечительство çинчен» Федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсем ăнăçсăр çемьесене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Сектор заведующийĕ Н.Борисова тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай специалисчĕсем Аслă Чакри ăнăçсăр 5 çемьене çитсе курнă, унти пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Çак çемьесенче çул çитмен 8 ача пурăнать. Кашни çемьепе уйрăммăн профилактика мелĕпе калаçу ирттернĕ, консультаци пулăшăвĕ панă. Çавăн пекех çак ялта вырнаçнă «Ачасене тата çемьесене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» хысна учреждение çитсе курнă, унта ачасем мĕнлерех условисенче пурăннипе кăсăкланнă. Çуллахи вăхăтра кунта çамрăк ăру валли сывлăха çирĕплетмешкĕн лагерь уçнă. Хальхи вăхăтра асăннă лагерьте çул çитмен 20 ача канать.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика