15:44 06 июля 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территорири органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
2013 çулхи май-июнь уйăхĕсенче иртнĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов паллаштарнă. 8403 çамрăк патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă, çав шутра - 2013 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен вĕренсе тухнисем 7994-ăн, 2013 çулта колледжсемпе техникумсем пĕтернисем 53-ĕн, иртнĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнисем - 356-ăн.
Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттернĕ мĕн пур вырăнта видеокамерăсем вырнаçтарнă. Çавна май экзамен тытнисем ППЭ ирттернĕ чухне йĕркене пăснă тĕслĕхсем чакнă: 2013 çулта кунашкал 4 тĕслĕхе шута илнĕ, 2012 çулта - 10. Çак çамрăксен ППЭ кăтартăвĕсене пăрахăçланă, кăçал вĕсен тивĕçлĕ предметпа экзамена çĕнĕрен тытмалли ирĕк çук.
Хальхи вăхăтра аслă шкулсенче заявка кампанийĕ пырать. ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - шкултан вĕренсе тухнисен пысăк пайĕ докуменчĕсене малтанхи пекех аслă вĕренÿ заведенийĕсене парать, çапах та вăтам професси пĕлĕвĕ паракан тытăмăн вĕренÿ учрежденийĕсене кĕме кăмăл тăвакан çамрăксен пайĕ те ÿсет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ шкултан вĕренсе тухакансене тата вĕсен ашшĕ-амăшне ĕçлев рынокĕнче паян анлă сарăлнă специальноçсем çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме хушнă.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем çинчен» указне мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни çинчен ЧР Ĕçлев патшалăх тĕп инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Павлова пĕлтернĕ. Çак указпа ĕçченсен хăш-пĕр категорийĕн ĕç укçине ÿстерме пăхнă. Фото-видеофиксаци комплексĕсен ĕçне йĕркелесси çинчен ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский каласа кăтартнă. Комплекссене тата вырнаçтарĕç.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики