АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туслă çыхăну

14:46 03 июля 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Д.Катериничпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

М.Игнатьев хăнана Чăваш Ен тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă, икĕ республика ĕçтешлĕхĕ анлăланса пырасса шаннине палăртнă. «Тĕл пулусем, ĕçлĕ çул çÿревсем, пĕр-пĕринпе çыхăну йĕркелени пирĕн предпринимательсене икĕ еншĕн те тупăшлă никĕс çинче алла-аллăн ĕçлеме май параççĕ, çакă Раççей ВТОна кĕнĕ чухнехи условисенче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Беларуç Чăваш Еншĕн суту-илÿпе экономика тата наукăпа техника енĕпе çывăх ĕçтеш пулнине палăртса.

Д.Катеринич Беларуçăн 11 компанийĕн представителĕсенчен тăракан делегацине кунта тарават йышăннăшăн тав тунă. Вăл палăртнă тăрăх - Чăваш Енри тĕп промышленноç предприятийĕсем производствăна ÿстерсе пыраççĕ, çакă Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи туслă çыхăнăва вăй парать.

2012 çулта Чăваш тата Беларуç республикисен хушшинчи тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ АПШн 84,8 млн долларĕпе танлашнă - 2011 çулхинчен 1,7 хут ÿснĕ. Çав шутра экспорт - 46,6 млн долларлăх (ÿсĕм 2,6 хут), импорт - 38,2 млн долларлăх (45,2 процент хушăннă).

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика