АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экономика форумĕ

08:58 22 июня 2013 г.

Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче тĕп хулара Шупашкарта «Раççей регионĕсем - çирĕплĕх шайĕнчен аталану патне» VI экономика форумĕ иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ - инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе патшалăх политикине тухăçлă тытса пыма, патшалăхпа харпăрлăхăн пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвне вăйлатма тата çĕршыв экономикин тĕп отраслĕсене çĕнĕ технологисем хывма витĕм кÿресси.

Форумра Раççейĕн инноваци тата технологи тĕллевĕсене, патшалăхпа уйрăм çыннăн пĕрлехи бизнесне вăй кÿрессипе, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе анлă çул парассипе, банксемпе регионсен хутшăнăвне çирĕплетессипе, финанс-кредитăн сарлака инфратытăмне туса хурассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

ЧР Экспорта хÿтĕлекен центрĕ, республикăн экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви тата Шупашкар хула администрацийĕ июнĕн 20-мĕшĕнче «Пĕчĕк тата вăтам бизнес. Регионсен Раççей ВТОна кĕнĕ хыççăнхи экспорт пуласлăхĕ» бизнес-саммит ирттернĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика