10:04 14 июня 2013 г.
- Июнĕн 4-мĕшĕнче Чулхулара Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич округри журналистсемпе тĕл пулнă.
М.Бабич федерацин Атăлçи округĕнче çамрăксем валли пурнăçланакан проектсем, обществăшăн пĕлтерĕшлисем, пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.
Журналистсем Атăлçи регионĕсен ертÿçисем Китая еплерех кайса килни пирки ыйтнă. М.Бабич делегаци членĕсем промышленноçăн чылай предприятине çитсе курнине, халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿрекен Нумай функциллĕ центрсене тăвассин опытне тишкернине пĕлтернĕ.
Журналистсем Чăваш Ен влаçĕсем «Сан Ин Бев» сăра завочĕн производстви валли субсиди уйăрма килĕшменнипе тата асăннă сăра завочĕ хупăннипе çыхăннă ыйтусене («завод регион бюджетне нумай миллионлă налук хывать, бюджет ахаль те тĕпрен илсен федераци укçи-тенки шучĕпе йĕркеленет») М.Бабич çапла хуравланă: «Чăваш Ен - федераци бюджетĕнчен укçа ытларах та ытларах илекен регион шутне кĕмест. Чăваш Ен хăйне хăй тăрантаракан регион мар, çапах федераци пулăшăвĕ чăнласах та чакса пырать, харпăр налук бази ÿсет.
Чăваш Енре ăслă-тăнлă ертÿçĕсем пулнине калама пултаратăп, вĕсем лайăх шутлама пĕлеççĕ, регион аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ».
Вырăнти влаçсем йышăну тунă пулсан, эппин, вăл халăх ырлăхĕшĕн текен шухăша асăннă.
ИА REGNUM.
- Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ЧР ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă чухне ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕнче ĕçлени çинчен каласа панă.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2013 çулхи I квартал пĕтĕмлетĕвĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чăваш Ен информаци обществин аталанăвĕн шайĕпе 2012 çултанпа тата икĕ йĕрке çÿлерех хăпарнă, 3-мĕш вырăн йышăннă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики