11:36 05 июня 2013 г.
Майăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин ертсе пынă Раççей Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвне лайăхлатмалли мерăсене тишкернĕ.
Палăртмалла: Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче РФ регионĕсен хушшинче тивĕçлĕ курăнать. Республикăра пысăках мар тарифсене çирĕплетнĕ, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме 313,1 пин çын е 257 пин çемье социаллă пулăшу илет. Çакă кил хуçалăхĕсен пĕтĕмĕшле шучĕн 54,3 проценчĕ пулать (республикăра пĕтĕмпе 473304 кил хуçалăхĕ шутланать).
«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче республика тĕрĕс çулпа пырать. Çапах шалти çивĕч ыйтусем пур - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче пирĕн тÿрĕ мар кăмăллă организацисенчен çирĕпрех ыйтмалла. Вĕсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче уçăмлăх кирлĕ, йĕркене пăснă, пулма пултаракан тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма мĕн пур мелпе усă курмалла», - тесе палăртнă М.Игнатьев Раççей Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă хыççăн.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики