09:19 29 мая 2013 г.
ЧР Патшалăх Канашĕ ирттернĕ парламент итлевне хутшăннисем, ЧР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи тĕп ыйтусене пăхса тухнă. ЧР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явса парламент итлевне хутшăннисем çапла сĕннĕ -
ЧР Патшалăх Канашне:
- РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине документсене улшăнусем кĕртмеллине палăртса саккун кăлармалли пуçарусемпе тухасси çинчен ыйту сÿтсе явмалла.
ЧР Министрсен Кабинечĕн:
- РФ Правительствине çак сĕнÿсемпе тухмалла:
нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе ĕçлемелли стандартсемпе правилăсене хатĕрлессине, йышăнассине хăвăртлатасси çинчен, çав шутра управляющи организаци нумай хваттерлĕ çурта тытса тăрасси çинчен хатĕрленĕ килĕшĕве пурнăçлани çинчен отчет тăвассине те пăхмалла.
ЧР Строительство министерствин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле:
- 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсене усă куракан шыв, ăшă тата электричество энергине шута илме çуртсен пĕрлехи приборĕсене вырнаçтарассине тивĕçтермелле;
- пурăнмалли çурт-йĕр фондне тата коммуналлă инфратытăм объекчĕсене 2013-2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хатĕрленессине тивĕçтермелле;
ЧР Конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин 2013 çулта коммуналлă пулăшусемшĕн граждансен тÿлевĕн виçисем мĕнле улшăннине мониторинг ирттермелле.
ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр кооперативĕсем е потребительсен ятарлă кооперативĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăракан управляющи организацисем, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем граждансене пурăнмалли хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме тăратакан квитанцисене пĕрмаях мониторинг ирттермелле.
ЧР прокуратурин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче асăрхав ĕçне вăйлатмалла.
Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен те çак тĕлĕшпе ĕçсем туса ирттермелле.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики