АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей предпринимательлĕх уявĕ иртĕ

15:37 22 мая 2013 г.

Вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу паракан районти координаци Канашĕ Раççей предпринимателĕсен Кунне йĕркелеме çак мероприятисене ирттерме палăртнă:

2013 çулхи майăн 21-25-мĕшĕсенче пĕчĕк предприятисен ертÿçисемпе тата уйрăм çын предпринимательсем районти шкулсенче бизнеса пуçарса ярассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе уçă уроксем, калаçусем ирттерме палăртнă.

2013 çулхи майăн 22-мĕшĕнче вак тата вăтам бизнес ĕçченĕсем предприятийĕсемпе организацисен, уйрăм çын предпринимательсен хушшинче спартакиада иртĕ. Вăл 15 сехет те 30 минутра пуçланĕ. Кунта дартс, сĕтел çинчи теннис вăййисем пулĕç, шывра ишессипе ăмăртĕç. Ăмăрту «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулĕ.

2013 çулхи майăн 23-мĕшĕнче каçхине 17 сехетре Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа савăнăçлă уяв иртĕ. Çак паллă кунпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитин саламĕ пулĕ, вак тата вăтам бизнесра ÿсĕмсем тунисене чыслĕç, савăнăçлă концерт иртĕ. Мероприятие поселокри Тĕп площадьре йĕркелеме палăртнă.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика