АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Икĕ енлĕ туртăм

09:07 15 мая 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Япони премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе курнăçнă. Çак тĕл пулу Мускавра Раççейпе Япони «Анлăрах çыхăнса ĕçлемелли майсене шырасси» экономика форумĕнче пулнă.

Форума Раççей регионĕсен темиçе ертÿçине кăна чĕннĕ. Çав шутра - Чăваш Ен Пуçлăхне. М.Игнатьев палăртнă тăрăх - пирĕн республикăн Японипе алла-аллăн ĕçлемелли опыт пур, анчах ăна анлăлатмалла. «Эпир Япони çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлетпĕр. Пирĕн çав çитĕнÿсемпе усă курмалли проектсем пур - ял хуçалăх производствипе хула хуçалăхĕн управленийĕнче те, медицинăпа ытти сферăра та», - тенĕ вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Маларах Чăваш Ен ертÿçисем Японин Мускаври посольствинче пĕрре те пулман. Михаил Васильевича вара кĕске вăхăтрах унта икĕ хут йышăннă. Халĕ вăл посольствăра премьер-министрпа калаçнă май Япони инвестицийĕсемпе технологийĕсене Чăваш Ене илсе килессине сÿтсе явнă.

Калăпăр, пĕрле ĕçлемелли проектсенчен пĕри йăлари каяшсен Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан полигонĕ пулма пултарать. Михаил Васильевич унăн строительстви, укçа çăл куçĕсем çинчен каласа панă, çав шутра - федераци бюджечĕ те. Пысăк ĕç пурнăçланă ĕнтĕ, халĕ çак проекта Япони технологийĕсемпе усă курса хута ямалли майсем уçăлаççĕ.

Синдзо Абэ господин пĕрлехи проектсене тишкерме хатĕррине палăртнă. Калаçăва вĕçленĕ май Япони премьерĕпе М.Игнатьев пĕр-пĕрне хăйсен визит карточкисене панă.

Республика Пуçлăхĕ Япони ертÿçисемпе йĕркеленĕ çыхăну Чăваш Ен предприятийĕсем валли анлă майсем уçать. Апла тăк пирĕн бизнесменсем валли çул уçă. Сăмах май, Чăваш Енпе Япони правительствисем экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илес, сывă апатлану йĕркелес тĕлĕшпе пĕрешкел политика тытса пыни паллă. Чăн та, яппунсем ку енĕпе ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Анчах çакă республикăн ĕçлемелĕх тĕллев пуррине кăна пĕлтерет.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика