10:37 20 апреля 2013 г.
Чрезвычайлă лару-тăру килсе тухас пулсан кирлĕ информацие вăхăтра çитерес тĕлĕшпе апрелĕн 23-мĕшĕнче черетлĕ вĕрентÿ иртет.
«Пурте тимлĕ пулăр» сигнал асăннă кун 9 сехетре ирхине янраса кайĕ. Çакăн çинчен хытă сасăллă радио урлă пĕлтерĕç. Çак кун вĕрентÿ тревоги иртĕ, çавăнпа та лăпкă пулăр, хăвăр ĕçĕртен пăрахса ан кайăр.
Аса илтерес килет, «Пурте тимлĕ пулăр» сигнал гражданла оборонăн асăрхаттару сигналĕ пулать.
Сирена тата ытти сигнал сассисене илтсен граждансен радиоприемниксене, телевизорсене ярса çĕнĕ хыпарсем итлемелле. Илтнĕ е курнă информаци пирки предприяти ертÿçине, ĕçтешсене, кÿршĕсене пĕлтерĕр. Ватăсемпе чирлисене чи малтан пулăшу пама хатĕр пулăр.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики