00:00 27 марта 2013 г.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа инвалид ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсене уйăхсерен паракан тÿлев виçисене ÿстернĕ. РФ Президенчĕн 2013 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнчи Указĕпе тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа инвалид ачасене тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене пăхакан ашшĕ-амăшĕсене (усрава илнĕ çынсене), опекунсене (попечительсене) социаллă пулăшу ытларах парас тĕллевпе уйăхсерен çакăн пек тÿлев параççĕ: ĕçлемен ашшĕ-амăшне (усрава илнĕ çынсене) е опекуна (попечителе) - 5500 тенкĕ, ытти çынсене - 1200 тенкĕ.
Уйăхсерен паракан укçана инвалид ачан тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене валли палăртнă пенсийĕпе пĕрле вĕсене пăхнă тапхăрта параççĕ.