00:00 27 марта 2013 г.
Чăваш Енре транспорт карттипе усă куракансен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче электрон енчĕкпе 322 çын усă курнă, февраль уйăхĕнче вĕсен йышĕ 624 çитнĕ, - пĕлтерет «Пĕрлехи транспорт картти» ООО.
Компанире ку ÿсĕме общество транспорчĕпе çÿрекенсен электрон мелĕпе тÿлесен пĕр тенкĕ сахалрах тăкакланма тивнипе çыхăнтараççĕ. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн çулталăк пуçламăшĕнче автомобиль тата хула электричество транспорчĕпе пассажирсене, вĕсен багажне илсе çÿренĕшĕн тÿлемелли çĕнĕ тарифсене çирĕплетнĕ. Çапла вара февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа троллейбуспа çÿренĕшĕн электрон мелĕпе 13 тенкĕ тÿлемелле, автобуспа - 15. Республикăра çак тĕллевпе транспорт картти - электрон енчĕк - кăларнă. Ăна универсал электрон карттă (УЭК) валли платформа хатĕрлес тата проекта ăнăçлă кĕрсе каяс тесе хута янă. Палăртни вырăнлă: 2013 çулхи апрель уйăхĕнчен çĕршыври регионсенче транспортпа çÿренĕшĕн УЭКпа усă курса тÿлес меле тĕрĕслеме тытăнĕç.
Электрон енчĕке терминал урлă тата ятарлă вырăнсенче специалистсем пулăшнипе укçа хума пулать. Паянхи кун тĕлне Шупашкарта транспорт картти çине укçа хумалли 28 пункт уçнă, Çĕнĕ Шупашкарта - 6, Çĕмĕрлере - 3.
Ку карттăна тÿлевсĕрех параççĕ, чăн та, ăна пăхса-сăнаса тăнăшăн малтан 100 тенкĕ хывма тивет. Гаранти вăхăчĕ - виçĕ çул.