00:00 13 марта 2013 г.
Çĕршыв Президенчĕ В.Путин хăш-пĕр регионта коммуналлă тÿлевсен виçи тăруках темиçе хут пысăкланни пирки çивĕч калаçу пуçарнăччĕ. Çавна май республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура ку хутĕнче шăпах коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсемпе çыхăннă тема тĕп вырăнта пулнă.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Президент асăннă регионсенче тÿлевсем 2-2,5 хут ÿснĕ. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн лару-тăру йĕркеллĕ темелле. Яллă районсенче ку енĕпе çивĕчлĕх çук, анчах хуласенчи хăш-пĕр управляющи компани тÿлевсен виçине 30 процент таран пысăклатнă. Лару-тăру çивĕчленнине кура влаçсем хаксене ÿстерессипе çыхăннă йышăнăва чарса декабрьти хаксем патне таврăнассине çирĕплетнĕ. М.Игнатьев ĕç-пуçа çирĕп сăнаса тăмаллине пайăррăн палăртнă.
Лару-тăрупа строительство министрĕ О.Марков паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен хаксем ÿсмен. Улшăнни - вĕри шывшăн тата ăшăшăн тÿлемелли виçе. Тĕп хулара «Коммуналлă технологисем» парса тăракан энергоресурссемшĕн тÿлесси 4,9 процент пысăкланнă.
Ăшăпа вĕри шыв тарифĕсем пĕлтĕрхи декабрьти шайрах юлассине ЧР Конкуренци политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Р.Лебедева та çирĕплетнĕ.