00:00 02 марта 2013 г.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат призне çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр эстафетине мартăн 7-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнчи посадка хĕрринче ирттерме палăртнă. Ăмăрту пиллĕк ушкăнпа иртет. Кашни командăра - виçшер çын.
Пĕрремĕш ушкăнра
4, 5 классенче вĕренекен арçын ачасем - 1 километр, хĕр ачасем 500 метр чупаççĕ.
Иккĕмĕш ушкăнра
6, 7 классенче вĕренекен арçын ачасем - 1 километр, хĕр ачасем 1 километр чупаççĕ.
Виççĕмĕш ушкăнра
8, 9 классенче вĕренекен арçын ачасем - 2 километр, хĕр ачасем 2 километр чупаççĕ.
Тăваттăмĕш ушкăнра
10, 11 классенче вĕренекен яшсем - 2 километр, хĕрсем 2 километр чупаççĕ.
Пиллĕкмĕш ушкăнра
Хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата уйрăм йĕлтĕрçĕсем: 20-39 çулсенчи арçынсем - 2, хĕрарăмсем 1 километрлă, 40-49 çулсенчи арçынсем - 2, хĕрарăмсем 1 километрлă, 50-59 çулсенчи арçынсем - 2, хĕрарăмсем - 1 километрлă, 60 çултан иртнĕ арçынсем - 1, хĕрарăмсем 500 метрлă, 70 çултан иртнĕ арçынсем - 1, хĕрарăмсем 500 метрлă дистанцисенче ăмăртаççĕ.
Ăмăрту 10 сех. 15 мин. пуçланать.