00:00 27 февраля 2013 г.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ Самар çынни тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна уйрăмах пысăк виçепе наркотик сутма тăнăшăн айăплаççĕ.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн вăл пĕлтĕр Чăваш Ене наркотик кÿмелли канал йĕркелес тĕллевпе Ульяновска пĕр грамм ытларах героин илсе килнĕ, хула хĕрринче ăна право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене, хăйсем пирки Шупашкар çыннисем тесе пĕлтернĕскерсене, сутнă. Кĕçех вĕсем тепре тĕл пулнă - Канаш çулĕ çинче. Ку хутĕнче çак гражданин 936 грамм героин илсе килнĕ. ЧР ШĔМĕн каварлашса преступлени тăвассипе кĕрешекен управленийĕн сотрудникĕсем ăна тытса чарнă.