00:00 27 февраля 2013 г.
Чăваш наци библиотекинче чăваш чĕлхи курсĕ уçăлнă. Ăна чăвашла пач пĕлмен çынсем валли йĕркеленĕ. Вĕренекенсем унта вулама, çырма хăнăхĕç, пуçламăш пĕлÿ илĕç.
Çавăн пекех вĕсене пирĕн халăхăн кун-çулĕпе тата йăли-йĕркипе кĕскен паллаштарĕç. Пуçламăш курсра сахалран та 10 урок пулмалла, вĕсем эрнесерен иртĕç. Çак кунсенче «Хавал» общество пĕрлешĕвĕ хатĕрленĕ «1000 те 1 сăмах» кĕнеке тухнă. Шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли кăларнă илемлĕ кĕнеке тăван чĕлхене çăмăллăн та кăсăкланса вĕренме пулăшĕ. Кăларакансем ăна вĕренÿ кĕнеки пек мар, пособи евĕр палăртаççĕ.
«1000 те 1 сăмаха» А.Блинов хатĕрленĕ. Редакторĕсем - Г.Дегтяревпа Э.Фомин чĕлхеçĕсем. Ÿкерчĕкĕсем Ю.Лутошкинан.