00:00 09 февраля 2013 г.
Февралĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013» чупу иртет.
Вăрмарсем те вырсарни кун Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнчи хурăнлăх катинче тупăшĕç. Хутшăнма кăмăл тăвас текенсенчен заявкăсене ăмăрту судйисен коллегийĕ 11 сехетчен йышăнать. Ăмăртусене 11 сехет те 30 минутра уçĕç, спортсменсем старта 12 сехетре тухĕç. Ăмăртусем çак ÿсĕм категорийĕсем тăрăх пулĕç: VIP - чупу (мĕн пур шайри ертÿçĕсем) - 2014 метр; ачасем (4-5 классенче вĕренекенсем тата çамрăкраххисем) - 500 метр; хĕрарăмсем (29 çула çитичченхисем, 30-39, 40-49, 50-59, 60 çулхисем) - 1 километр; хĕр ачасемпе арçын ачасем (6-7 классенче вĕренекенсем) - 1 тата 2 километр, яшсемпе хĕрсем (8, 9, 10, 11 классенче вĕренекенсем) - 4 тата 2 километр, арçынсем (29 çула çитичченхисем, 30-39, 40-49, 50-59, 60-69, 70 çулхисем) - 2 километр.
Çĕнтерÿçĕсене призсемпе дипломсем, медальсем парса хавхалантарĕç.