00:00 06 февраля 2013 г.
Юлашки вăхăтра çамрăксем çĕнĕ йышши наркотикпа айкашма тытăнни ятарлă служба ĕçченĕсене уйрăмах сисчĕвлентерет. Пуçа минретекен çав япалара ытти наркотикри пекех синтетикăллă хутăшсем пур иккен. Вĕсене ытларах чухне Азире туса хатĕрленине палăртаççĕ.
Çак кунсенче çеç Мускав тăрăхĕнче наркотик сутакан 55 вырăна тĕп тунă. 3 пин доза туртмалли хутăша саккунсăр çаврăнăшран кăларнă. Çавăн пекех Мускаври аслă пĕлÿ паракан техника шкулĕсенчен пĕрин путвалĕнче 2 наркосутуçăна тата 25 туянакана тытса чарнă. Унтах хĕç-пăшал та тупнă. Хутаçпа чĕркенĕ 0,5 грамм хутăша 500 тенкĕпе сутнă (чăн хакĕ - 50 тенкĕ). «Вилĕм таварĕпе» усă куракансенчен чылайăшĕ - студентсемпе 14-16-ри шкул ачисем.
Экспертиза палăртнă тăрăх, туртса илнĕ çав хутăшсенче Раççейре наркотиклă япаласен переченьне кĕртнĕ психоактивлă компонент çук-мĕн. Анчах, хăрушă та вăйлă ытти наркотик евĕрех, çын организмне сипленме çук йывăр сиенлетет.
Вĕсен çулне пÿлмесен çур çул хушшинчех 35 пин çамрăк наркотик серепине çакланма пултарать.