00:00 06 февраля 2013 г.
2012 çулта ЧР патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакансен шучĕ 2011 çулхипе танлаштарсан икĕ хутчен ÿснĕ. Çак программăна хутшăнас текенсен йышĕ ÿсни 2012 çулта пенсин пухăнса пыракан пайне тÿлеме пуçланипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле программа вăя кĕнĕренпе республикăра унта хутшăнакансен йышĕ 153 пин çынпа танлашнă, çав шутра Вăрмар районĕнче - 1183.
Пенси фончĕ аса илтерет: Патшалăх софинансированийĕн программине 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен хутшăнма пулать. Программăна хутшăнма пуçланă хыççăн 10 çул хушши çулсерен пенсин пухăнса пыракан пайĕ çумне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таранччен тÿлесе пыма май пур.