АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Килĕшĕве çирĕплетнĕ

00:00 02 февраля 2013 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Раççей патшалăх страховани компанийĕ» АУО туслă ĕçлесси пирки Килĕшÿ çирĕплетнĕ. Документа Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата страховани компанийĕн генеральнăй директорĕ Д.Хачатуров алă пуснă.

Килĕшÿ Чăваш Ен Правительствипе «Росгосстрах» АУО хушшинчи пирĕн хутлăхра страхлас ыйтусемпе тата çут çанталăк синкерне, техногенлă тата социаллă кĕтмен инкеке пула уйрăм çынсен тата юридици сăпатĕнче тăракансен пурлăх енĕпе пăснă интересĕсене вăй илтерессипе çыхăннă гарантисем енĕпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре уçăмлатать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - яваплă, социаллă тĕллевлĕ бизнеса кÿлĕннĕ компани пулнă май, «Росгосстрах» хулара пурăнакансене кăна мар, ял çыннисене те страхлать. «Халăх «Росгосстраха» шанать - çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ М.Игнатьев.

Д.Хачатуров пĕлтернĕ тăрăх - компанин Чăваш хутлăхĕнчи филиалĕ «портфель пахалăхĕпе», ĕçченсен профессионализмĕпе, пулăшупа çÿллĕ шайра тивĕçтернипе регионсенчи чи лайăх пилĕк представительство шутне кĕрет, республикăра унăн йышĕнче 1000 ытла çын ĕçлет. «Инкек сиксе тухсан вырăнти филиал хăйĕн шухăшне пĕлтерменни тата страховани тÿлевĕсемпе тивĕçтермешкĕн «симĕс çутă» уçманни ку таранччен пулман», - тенĕ Д.Хачатуров.

Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче пулнă инкеке сÿтсе явнă май пурлăха страхланин усси пирки çынсене ăнлантарса парас енĕпе пуçаруллă ĕçлемелле пулнине, çакă синкерлĕ лару-тăру сиксе тухнипе тÿссе ирттернĕ çухатусене самаях чакарма пултарнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика