00:00 02 февраля 2013 г.
Кĕтеснерти ял библиотеки «Сире валли, ял ĕçченĕсем» кĕнеке куравне йыхравлать. Кунта ял хуçалăхĕпе (кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ÿсен-тăран ÿстерессипе) çыхăннă кĕнекесене тăратнă. Кĕнеке авторĕсем – паллă специалистсем, ял хуçалăх наукисен кандидачĕсем. Кĕнекесем пурте ял çыннисем валли, фермер ĕçне тытăнакансемшĕн те, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме пуçăнакансемшĕн те усăллă. Кунта выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирĕсемпе кĕрешмелли мерăсем, мĕнлерех апатлантармалли, усрамалли çинчен пĕлме пулать. Хăйне евĕрлĕ сад пахчи йĕркелес текенсем валли те кăсăклă информаци пур.