00:00 02 февраля 2013 г.
Февралĕн 1-мĕшĕнчен ватлăх çитнипе, инвалида тухнипе тата тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕсене 6,6 процент чухлĕ хушса пама тытăнчĕç.
Пирĕн республикăри 320 пин çыннăн пенсийĕ ÿсет. Пенси виçи кашнин тĕрлĕ пулнă май хушăмĕ те кашнин расна пулĕ.
Ватлăхри пенси вăтамран 570 тенкĕ ÿссе вăтамран 9325 тенке çитнĕ. Республикăри пенсионерсен 84 проценчĕ ватлăх çитнипе паракан ĕç пенсине илет.
Вăрмар районĕнче ĕç пенсийĕ 6533 пенсионерăн вăтамран 508 тенкĕ ÿснĕ. Ĕç пенсийĕн вăтам калăпăшĕ 8312 тенкĕпе танлашать. Ĕç пенсийĕсене инфляцие шута илсе кашни çулах индексацилеççĕ. Иккĕмĕш хут апрелĕн 1-мĕшĕнче ÿстерĕç. Ун чухне социаллă пенсисене, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем уйăхсерен илекен укçана тата соцпакет хакне пысăклатма палăртнă.