00:00 30 января 2013 г.
РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ универсаллă электронлă (УЭК) картăсем илме заявленисем йышăнма пуçланă. Пĕрремĕш заявленисене Шупашкар хулинчи Яковлев проспектĕнчи 3а, «Октябре - 50 çул» урамри 17 а, çуртсенче вырнаçнă хушма офисĕсенче, Калинин урамĕнчи 112 çуртри ЧР Сывлăхпа социаллă аталану министерствин «Медицинăн информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕнче йышăннă.
УЭК - пластик карта, унта гражданинăн паспортне, водитель тата пенси удостоверенийĕсене палăртнă. УЭКпа усă курса федерацире тата регионта паракан чылай патшалăх пулăшăвĕсем илме пулать: врач патне дистанциллĕ майпа çырăнма, ОМС полисне улăштарма, пенси илме, ертсе пыракан компание суйлама. Карта çав вăхăтрах пенси страхованийĕн полисĕ, студент тата вулакан билечĕ, транспортпа çÿремелли билет тата ытти вырăнне те шутланать. Унсăр пуçне, вăл банк картин мĕн пур функцийĕсене пурнăçлать.
УЭКа пурнăçа кĕртме 2013-2015 çулсенче республика бюджетĕнчен 39 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Электрон карта илес текенсен шутĕнче 19-35 çулсенчи çамрăксем йышлăрах (42 процент), 30 проценчĕ 55 çула çитменнисем. УЭК пирки тĕплĕнрех (8352) 32-01-00 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.