АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ытларах çуралнă

00:00 26 января 2013 г.

Иртнĕ çулхи демографи лару-тăрăвĕ лайăх кăтартупа вĕçленчĕ. Пурĕ республикăра пĕлтĕр 17521 ача çуралнă. Çакă 2011 çулхипе танлаштарсан 1356 пепке ытларах. Юлашки çирĕм çулта пĕрремĕш хут çуралакансен йышĕ вилекенсенчен чакнă. Çулталăк пуçламăшĕнче Шупашкарти перинаталь центрĕнче кун çути курнă «çĕнĕ кайăксене» тата вĕсен амăшĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрĕ Л.Игнатьева тата ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова саламланă. Вĕсем нумай ачаллă çемьесене пулăшасси çулран çул ÿссе пынине пĕлтернĕ. Кăçал та тепĕр çĕнĕлĕх вăя кĕрет. Çемьере çуралнă виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепкесемшĕн ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ уйăхсерен пособи тÿлеççĕ. Вăл 5504 тенкĕпе танлашать. Федераци шайĕнчи амăшĕн капиталне 408 пин те 960 тенке çитернĕ. Чăваш Енри çемьесем 2012 çулта виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратсан республикăри амăшĕн капиталне - 100 пин тенке - тивĕçеççĕ, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне çĕр лаптăкĕ те уйăрса параççĕ. Вĕсем унпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр хăпартма пултараççĕ. Çак ĕç вара пирĕн районти ял тăрăхĕсенче те пур тăрăшулăхпа пырать. Палăртса хăвармалла: Вăрмар районĕнче пĕлтĕрхи çул 259 ача, кăçалхи январĕн 21-мĕшĕ тĕлне 19 ача кун çути курнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика