00:00 16 января 2013 г.
2013 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре алкоголь шĕвекĕсене, çав шутра - сăрана та, суту-илÿ пĕчĕк лаптăкĕсенче сутма чарнă. Хаяр шĕвексене маларах хула урамĕсенчи кирек хăш ларекпа киоскра туянма май пулнă. Халĕ сăрана та пысăк лавккасенче çеç сутма юрать (хулара унăн лаптăкĕ 50 тăваткал метртан кая мар пулмалла, ялта - 25). Суту-илÿ ытти вырăнĕнче сăрана 23.00 сехетрен пуçласа ирхи 8.00-ччен туянма май килмĕ. Ку шута халăх апатланакан вырăнсем çеç кĕмĕç.
Çĕнĕ Шупашкар хулинче саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă та ĕнтĕ. Январĕн 10-мĕшĕ тĕлне 4 протокол хатĕрленĕ, вĕсенчен иккĕшĕ - 18 çула çитмен ачасене алкоголь продукцине сутнăшăн. Тĕрĕслев малалла тăсăлĕ.
Çавăн пекех сăра ĕçме юраман вырăнсен списокĕ те вăрăмланнă. Малтанласа ача-пăча, спорт, вĕренÿ, медицина учрежденийĕсенче, çавăн пекех культура вырăнĕсемпе халăх çÿрекен транспортпа юраман. Халĕ списока çурт умĕнчи вырăнсем, подъездсем, ача-пăча вылякан лапамсем, лифтсем,подъездри пусма вырăнĕсем тата канмалли вырăнсем (сквер, парк, сад, пляж, юхан шыв, пĕве хĕррисем) те кĕнĕ.
Алкоголь пур шĕвексен рекламине те улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ çулта алкоголь шĕвекĕсен хаярлăхĕ 7 процентран иртсен ăна 330 миллилитр кĕрекен савăта е унран пĕчĕкреххине çеç яма юрать. Хаярлăхĕ 9 процентран иртмен сăрасене е спирт хушнă пылак шĕвексене ятарлă маркăпа паллă тăвĕç.