АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кану вăхăтĕнчи ĕç йĕрки

00:00 01 января 2013 г.

Кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕ 8 куна (январĕн 1-8-мĕшĕсем) тăсăлать. Çавна май тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçĕсенче улшăнусем пулаççĕ.

Районти почтамт. Çыхăну уйрăмĕсем январĕн 1, 2, 7-мĕшĕсенче канаççĕ. 3, 4, 5, 6, 8-мĕшĕсенче яланхи йĕркепе ĕçлĕç.

Тĕп больницăн поликлиники. Январĕн 1, 2, 6, 7, 8-мĕшĕсенче канмалли кунсем. 3, 4, 5-мĕш числисенче шăмат кунхи графикпе врачсем (терапевт, стоматолог, акушер-гинеколог) чирлисене йышăнма хатĕр.

32 " аптека. Январĕн 1, 2, 5, 6, 7-мĕшĕсем канмалли кунсем. 3, 4, 8-мĕшĕсенче 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет. «Евросетьре» вырнаçнă 32 " аптекăн филиалĕ январĕн 1-мĕшĕсĕр пуçне кашни кун ĕçлĕ.

Çĕрпÿри перекет банкĕн Вăрмарти хушма офисĕ. 1, 2, 3, 6, 7 - канмалли кунсем. Январĕн 4, 5, 8-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет. 9-мĕшĕнчен - тулли ĕç графикĕпе.

«Россельхозбанкăн» районти хушма офисĕ. 1, 2, 3, 5, 6, 7, 8 - канмалли кунсем. Январĕн 4-мĕшĕ - ĕç кунĕ.

Районта çÿрекен автобуссен маршручĕсем. Январĕн 1,2, 3, 4, 5, 6-мĕшĕсенче шăмат кунхи расписанипе çÿрĕç.

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат (КБО). 1, 2, 7 - канмалли кунсем. Январĕн 3, 4, 5, 6, 8-мĕшĕсенче ĕç кунĕ.

Районти пенси уйрăмĕ. Канмалли кунсенче, январĕн 1-8-мĕшĕсенче, дежурнăй специалист клиентсене йышăнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика