00:00 26 декабря 2012 г.
Хула, кашни ял тăрăхĕсенче Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кавал ял тăрăхĕнче ку енĕпе уйрăмах пысăк тимлĕх уйраççĕ. Пĕлтĕр те Кавал ялĕнче Çĕнĕ çул елки, Хĕл мучипе Юр пикен юртан ăсталанă кÿлеписене вырнаçтарнăччĕ. Кăçал та çак йăла-йĕркене тытса пырса татах та тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Çĕнĕ çул елки умĕнче - Хĕл мучи, Юр пике. Вĕсене ăсталас тĕлĕшпе Иванпа Александр Калугинсем, Иринăпа Андрей Жегалинсем, О.Игнатьев, А.Табакова, Н.Игнатьев, Л.Игнатьева тата ыттисем те тăрăшнă.