АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ача сачĕсенче кам тăрăшĕ?

00:00 26 декабря 2012 г.

Кăçал республикăра 11 ача сачĕ хута каймалла. Улттăшĕ шăпăрлансене йышăннă та ĕнтĕ. Вăл шутра иккĕшĕ - Шупашкарта. 2012-2015 çулсенче пурĕ 54 садик çĕклеме палăртнă. Унта 8488 пепке вырăн тупĕ. Черет кĕтсе хăшкăлнă ашшĕ-амăшĕшĕн ку, паллах, лайăх хыпар. Анчах унта ĕçлекенсем çителĕклĕ-и? Çак ыйту та çивĕч-мĕн. Сăмахран, шкул çулне çитменнисен 55 çуртĕнче халĕ - 330 ваканси. Вĕсенчен 236-шĕ - воспитательсемпе пулăшаканĕсем. Çавăн пекех поварсем, пÿлĕмсене тирпейлекенсем те çитмеççĕ.

Нумаях пулмасть патшалăх ĕçпе тивĕçтерекен служби Шупашкарти ача сачĕсенче тăрăшакансем тупас тĕлĕшпе вакансисен ярмăрккине ирттернĕ. Унта пурĕ 7 учрежденин представителĕ хутшăннă. Пурĕ 53 ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Ярмăрккăна пынă 71 çынтан 20-мĕшĕ ĕç сĕнекенсемпе тĕл пулса тĕплĕнрех калаçма килĕшнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика