АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Танлаштарура - чăнлăх

00:00 22 декабря 2012 г.

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх 2012 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче Чăваш Енĕн промышленноç производствин индексĕ 108,7 процентпа танлашнă. Ку - федерацин Атăлçи округĕнчи виççĕмĕш кăтарту. Промпроизводствăн чи пысăк индексĕ Мари Элта - 111 процент, чи пĕчĕкки Пермь крайĕнче - 99,5 процент.

Республикăра çак тапхăрта пусма выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк çитĕнтересси 10,7 процент ÿснĕ - округри тăваттăмĕш кăтарту. Чи пысăк ÿсĕм каллех Мари Элăн (41,6 процент), чи нумай чакарни - Чулхула облаçĕ (12,5 процент пĕчĕкленнĕ).

Чăваш Ен çăмарта туса илессине 7,7 процент ÿстерсе Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Ку енĕпе Пенза облаçĕ лайăх ĕçленĕ - ÿсĕм 10 процент, чи япăх кăтарту Пушкăртстанăн - 5,8 процент чакарнă.

Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2012 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче Чăваш Енри пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле финанс кăтартăвĕ 147,9 процентпа танлашнă - округри виççĕмĕш кăтарту. Чи пысăкки Ульяновск облаçĕнче - 156,4 процент, чи пĕчĕкки Мордовире - 58,5 процент.

Пĕлтĕрхи декабрьпе танлаштарсан кăçалхи ноябрь уйăхĕнче Чăваш Енри потребитель хакĕсен индексĕ 104,7 процент пулнă. Ку - Атăлçи округĕнчи хаксен чи пĕчĕк ÿсĕмĕ. Асăннă тапхăрта потребитель хакĕсен чи пысăк индексне Удмуртире палăртнă - 106,6 процент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика