00:00 19 декабря 2012 г.
Раççей Правительствин Йышăнăвĕпе кăçалхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче федерацин «Çурт-йĕр» ятарлă программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммине улшăнусем кĕртнĕ.
Йышăнупа килĕшÿллĕн çумпрограммăна пĕр е ытларах ачаллă çамрăк çемьесем, мăшăрсенчен пĕри Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулмасан та, хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех çамрăк тулли мар çемьесем те. Ашшĕ е амăшĕ (Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулмалла) пĕччен пĕр е ытларах ача çитĕнтерекеннисем.
Чи малтанах списока çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен шута илнĕ çамрăк çемьесене, çавăн пекех виçĕ е ытларах ачаллисене кĕртеççĕ.