АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Парăмсене тÿлесси ансатланать

00:00 19 декабря 2012 г.

Налуксене кредит учрежденийĕсен банкомачĕсемпе терминалĕсем урлă тÿлесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Бюджетпа татăлмалли çак мелпе Чăваш Енре банк карточкисемпе кăна мар, укçан хывса та усă курма пулать - меллĕ те хăвăрт.

Анчах терминал урлă тÿлеме алă айĕнче квитанци пулмалла - документри 15 цифрăран тăракан индекса ас туса юлаймăн. Документа çухатнă, унăн индексĕ паллă мар пулсан вара налук инспекцийĕнчен квитанци ыйтмалла. Тепĕр вариант - çын тÿлев документне Раççей ФНСĕн сайтĕнчен «Хăвăн парăма пĕл» е «Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕ» сервиссемпе усă курса хăй пичетлесе кăларать.

Халĕ вара Перекет банкĕн Чăваш Енри клиенчĕсемшĕн налук парăмĕсене банкомат урлă татасси пушшех ансатланчĕ. Документ индексĕ вырăнне хăйсен ИННне кăтартма та юрать. Унта цифра та сахалрах - 12 çеç. Ăна пĕлме те йывăр мар - ФНС сайтĕнчи «ИННна пĕл» сервисра тупма пулать.

Çапла майпа хывнă тÿлев бюджета виçĕ кунра çитет. Çак кунран парăм татăлнă шутланать. ФНС управленийĕ граждансене Çĕнĕ çул умĕн налук парăмĕсене татма сĕнет. Çĕнĕ çула парăмсăр кĕтсе илмелле теççĕ вĕт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика