00:00 15 декабря 2012 г.
Чăваш Республикинчи гидрометеорологи тата тăван тавралăх мониторингĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх декабрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре çанталăк хытах сивĕтет. Талăкри сывлăш температури климат норминчен 7 градус сивĕрех пулать.
Çавна май Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ синкерлĕ лару-тăру тухас, коммуналлă тытăмсенче, энерготытăм объекчĕсемпе линийĕсенче авари пулас хăрушлăх ÿснине палăртать. Халăх электричествăпа тивĕçтерекен тытăмпа ытлашшипех усă курнăран, юсавсăр кăмакапа, газ тата электрохатĕрсемпе ăшăнас тенĕрен техноген пушарĕсен шучĕ ÿсме пултарать. «Урамра вăрах вăхăт пулма ан тăрăшăр, ачăрсене куçран ан вĕçертĕр, вутпа асăрхануллă пулăр», - сĕнеççĕ çынсене çăлавçăсем.