00:00 15 декабря 2012 г.
Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 номерлĕ инспекцийĕ «Çĕнĕ çула - налук парăмĕсемсĕр!» ятпа акци пуçланнине пĕлтерет. Унăн тĕп тĕллевĕ - налук тÿлекенсене парăмсем пурри çинчен пĕлтересси тата бюджет умĕнчи парăмсене тÿлесе татасси.
Парăм виçине он-лайн сервис урлă, Федераллă налук службин (WWW.nalog.ru) сайтĕнче «Налук тÿлекен уйрăм çыннăн пÿлĕмĕ» («Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц»), «Хăвăн парăмна пĕл» («Узнай свою задолженность») урлă паллашма пулать.
Налук тÿлекенсем хăйсен парăмĕсене вăхăтра татса Çĕнĕ 2013 çула налук парăмĕсĕр кĕрессе шанатпăр.