АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Полигон валли - 213 миллион тенкĕ

00:00 08 декабря 2012 г.

Раççей Правительствин Председателĕ Д.Медведев декабрĕн 3-мĕшĕнче ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш полигонне тума РФ Инвестици фондĕнчен 213 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Маларах, 2012 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче, проекта пурнăçлама хыснаран укçа татах куçарас сĕнĕве Правительствăн патшалăх регион шайĕнчи, регионсен хушшинчи инвестици проекчĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче ырланă. Çак «кĕмĕле» Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара кĕмесĕр полигона çитмелли çавра çул хывма ярĕç.

Нумаях пулмасть ку политикăра спекуляци тумалли ыйту пулса тăнă. Уйрăммăн илсен пĕр парти суйлав кампанийĕ пынă вăхăтра çавра çул нихăçан та пулмасть, каяш уйăракан вырăна Çĕнĕ Шупашкар урамĕсемпе турттарĕç тесе нумай шавланă. Пушă сăмаха çилпе вĕçтерни çирĕпленчĕ.

Раççей регион аталанăвĕн министрĕн çумĕ С.Дарькин, Чăваш Енре кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче пулнăскер, полигон тухăçлă, хăйĕн тăкакне туллин саплаштарма пултарать тесе хакланă. «Чи кирли - вăл çынсене, хуласен экологине лайăхлатмалла. Унта пурте йĕркеллĕ пулĕ. Ăна хăвăртрах туса пĕтерме ыйтăва татса парассишĕн çине тăни кăна кирлĕ. Эпир лару-тăрăва тишкерсех тăрăпăр тата строительствăна вĕçлеме пулăшăпăр. Тĕпчемелли ыйтусем пур. Вĕсене сÿтсе явмалла. Анчах пĕтĕмĕшле илсен тĕрĕс ăнланни куç умĕнче», - тенĕ С.Дарькин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика