00:00 28 ноября 2012 г.
Кăçалхи 10 уйăхра республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем 29,5 миллиард тенкĕлĕх продукци сутлăха кăларнă. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 1,7 процент ытларах. Çав шутра 85 пин тонна аш какай туса илнĕ, 0,6 процент нумайрах сĕт сунă, 6,7 процент ытларах çăмарта сутнă. Чăвашстат палăртнă тăрăх - юлашки уйăхра чылай тавар хакĕ чакнă. Иртнĕ уйăхрипе танлаштарсан купăстана 1,18 тенкĕ (11 процент), кишĕре 1,05 тенкĕ (7 процент), пан улмие 1,60 тенкĕ (4 процент), çĕр улмине 0,17 тенкĕ (2 процент) йÿнĕрех илме пулать. Управри пахча çимĕçĕн хакĕ текех чакмĕ.
Сысна какайĕ 10,65 тенкĕ (5 процент), пăру ашĕ 3,49 тенкĕ (1 процент) йÿнелнĕ. Çав вăхăтрах рис, çăмарта, çăнăх, чей хакланнă.