00:00 28 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей халăх артисчĕпе, юрăçпа, пианистпа, композиторпа тата продюсерпа Д.Маликовпа курнăçнă.
Тĕл пулура юрăç федерацин Атăлçи округĕнче пурнăçлакан «Музыка урокĕсем» социаллă вĕрентÿ проектне пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ - çĕршыври культура тата çут ĕç йăлисемпе пуян музыка вĕрентĕвне аталантарасси, влаç, бизнес, пресса представителĕсене ачасен пултарулăхĕпе кăсăклантарасси. «Музыка сиплет. Çавăнпа хамăн çĕнĕ альбома «Панацея» ят патăм. Рояльпе усă курса çакăн пек асамлă «таблетка» шухăшласа тупрăм», - тенĕ Дмитрий Маликов.
М.Игнатьев юрăçа пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Чăваш Енре пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен 10 проценчĕ ытла хушма музыка пĕлĕвĕ илнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Д.Маликова Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕ.
Çав кунах паллă юрăç Чăваш Республикин культура училищин вĕренÿ театрĕнче ачасен искусство шкулĕсене, музыка шкулĕсене çÿрекенсем, республикăри ача çурчĕсен воспитанникĕсем валли мастер-класс ирттернĕ. Урокра вăл ачасемпе пĕрле классика шутланакан хайлавсене, хăйĕн инструментпа каламалли композицийĕсене шăрантарнă.