00:00 28 ноября 2012 г.
Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин сайтĕнче Чăваш Енри 2012 çулхи чи пултаруллă спортсмена палăртас тĕлĕшпе уçă сасăлав ирттереççĕ. Сайта кĕрекен виçĕ номинаци тăрăх вăл е ку спортсменшăн сасă пама пултарать.
«Тĕп ушкăн» номинацире Лондонра иртнĕ XXX-мĕш Олимп вăййисене хутшăннă 5 спортсмена (тĕрĕсрех спортсменкăна темелле пулĕ) тăратнă. Чи малти вырăнта пирĕн ентеш - Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ Татьяна Архипова. «Адаптивлă спорт» номинацире те Вăрмар тăрăхĕпе тачă çыхăннă, çуллахи вăхăтра кукашшĕн тăван Карăкçырма ялĕнче спортри ăсталăхне туптанă, Лондонри XIV çуллахи Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕн Елена Иванован хушамачĕ те чи малти вырăнта. «Спорт резервĕ» номинацире пирĕн ентешсем çук, анчах кунта та паллă спортсменсен хушамачĕсем куçа алчăртаççĕ. Сасăлав кăçалхи декабрĕн 24-мĕшĕччен иртет. Конкурс вара - икĕ турпа: интернет-сасăлав тата хаклав комиссийĕн эксперчĕсен пĕтĕмлетĕвĕ.
Кун пек ĕçре канаш пама çук, анчах Вăрмарсем хăйсен ентешĕсемшĕн сассисене параççех пулĕ.