00:00 21 ноября 2012 г.
Предпринимательсемпе харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ граждансем обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсен взносĕсене малашне килтен тухмасăр тÿлеме пултараççĕ.
Пулăшăвăн çĕнĕ мелĕпе усă курмашкăн банк карточки кирлĕ тата Раççей Перекет банкĕпе универсаллă килĕшÿ тумалла. Ун хыççăн взноса Интернет е терминал урлă хывнă чухне ИНН номерне тата тÿлев тĕсне палăртмалла. Кодсем хăйсем тĕллĕнех тухаççĕ, çакă йăнăшсенчен хăтарать.
Страховани взносне Интернет урлă куçарассине РФ Пенси фончĕн тата Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕсем килĕшсе татăлнă тăрăх пурнăçа кĕртнĕ.