00:00 21 ноября 2012 г.
«Раççейри юристсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци кашни уйăхрах районти тĕп библиотекăра халăха право пулăшăвĕ тата юридици тĕлĕшĕнчен пĕлÿ парас тĕлĕшпе ĕçлекен центр консультаци пунктĕнче вĕрентÿ ирттерет.
Октябрь уйăхĕнче консультаци пунктне килнисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тытăмĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тивĕçĕсемпе район прокурорĕн пулăшуçи А.Филиппова, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров паллаштарнă. Унсăр пуçне Анастасия Петровна «Раççей Федерациĕнче граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухас йĕрке» темăпа тухса калаçнă.
Ноябрь уйăхĕнче консультаци пунктĕнче иртнĕ вĕрентĕвĕн тĕп теми: «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх. Ăшăпа тивĕçтересси. Коммуникацисем. Таса шыв.» пулнă. Вĕсемпе çыхăннă юридици ыйтăвĕсем тавра район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов тухса калаçнă, уйрăм саккунсене тĕплĕн ăнлантарнă. Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров поселокра çак енĕпе туса ирттерекен пайăрла ĕçсемпе паллаштарнă.